сак - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лавка для сиденья. N. † Мана курайман тăшмансем сак хыçĕнче лартăр сакăр çул. Урмай. Ухмах саканче çăмарти çинче: ка-ка-как! тесе ларать, тет. Унтан касак сак уçрĕ, тет те, çынна çӳçĕнчен тытса кăларчĕ, (тет). Юрк. Ларакан сак таврашĕ: сак, сак-урати, сак-ури, сак-хăми, сак-ырни (хăма выртакан çĕр), сунтăх; сак айне путек яраççĕ. Собр. Пĕр сакка уçсан, сакăрвун салтак сиксе тухĕ. (Сурăх пăхĕ). Чураль-к. Пĕр сака уçăп та, хĕрĕх салтак сиксе тухĕ. (Сурăх сысни). Пазух. Хапхăрсем вырăсла, ай, уçмашкăн, пусмăрсем те çӳлĕ улăхмашкăн, алăкăрсем чалăш, ай, кĕмешкĕн, урайĕсем яка, ай, утмашкăн, саккăрсем сарлака, ай, лармашкăн, ятăрсем те чаплă, ай, илтмешкĕн. Яргейк. Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. (Послов.) || Скамья. Кугеева. Шел. 123. Тĕл-тĕл йăвăç кутсене... туса хунă хăмапа ларса тăмалли саксем. N. Сак, скамейка (напр., в саду; так у многих). См. скамье. || Стольчак.