сапака - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.