сулă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сулă

солă, плот. Орау. Çантах, инçех мар, пĕрене суллисем пулнă та, çанта ишсе тухнă. Якейк. Он пакки пирн хамăрн та солă туса ямалăх та пор (или: солă туса ярсан та пĕтес çок). Таких людей у нас много. Баран. 152. Çуркунне, пăр кайсанах (как только кончится ледоход), сулă хывса, шывпа антарса яраççĕ. В. Олг. Окçа çок, солапа йохма каяс полат Вастрăккăна çитиччен (до Астрахани). Пазух. Шурă Атăл хĕррине шаксем хыврăм; шаккăмсем кайрĕç сулă пулса. || Перевоз, паром. Хурамал. Пысăк шывран çурхи шыв вăхăтĕнче сулăпа каçаççĕ. Ăна кимĕсем çине хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. ТМ. Сулă — шыв урлă каçмалли кимĕ. К.-Кушки. † Каçмăп, теттĕм, Сĕве урлă, каçарчĕç(ĕ) сулăпа. Чураль-к. † Шур Атăл пулли — шур пулă, сулă çинче сыхларăм. Альш. † Атăл çинчи шур пулла сулăпалан сыхларăм. Сĕт-к. Çорхи шупа йохтарса ямаллискерсем, пĕр сола т(ă)вас та, кайччăр! || Конопляиный плот для мочки. Сĕт-к. Ман çырта виçĕ солă йĕтĕн порччĕ, пор те йохса карĕç. Орау. Сулă антараççĕ; кантăр сулли (для мочки). Шурăм-п. Пуса Илен-кунччен ан татăр, сулăсене мăнаçи (аслати) çапать. Изамб. Т. Çапсан, Пукрава сулă-сулăпа шыва хываççĕ.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150