сăрăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(сы̆ры̆х, сŏрŏх), течь, протекать, стекать, просачиваться. N. Ĕçекен шыву сăрăхса аннă пек (льется), тытти-сапписĕр йăнăшса пурăнатăн. Этем йăх. еп. пуç. кай. 66. Акшарлă шыв (известковая вода) шăтăкăн маччи витĕр сăрăхса тумласа ӳкет, е пăс пулса пĕтет. В. Олг. Шу сăрăхса ларат вĕтререн (= витререн). СПВВ. Сăрăхса юхать. Хурамал. Типĕ çĕрте шыв сăрăхса (или: сăрхăнса) пĕтет (çĕре каять). || Сохнуть. Слеп. Çол сăрăхса илет-ха (сохнет). см. сăрăк.