сăхă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сăхă

(сŏhŏ), нескользкий, тяжелый (о зимней дороге). Зап. ВНО. НИП. Сăхă тăман, сухая метель в морозную погоду, когда полозья скользят несвободно, отчего они скрипят (кăçкăрса пыраççĕ, кĕрлесе пыраççĕ). Ст. Чек. Сăхă çул — сивĕ чухнехи йывăр çул. Ib. Паян çул сăхă-çке. (Говорят, когда в очень сильный мороз сани плохо скользят). Юрк. Сăхă çул сивĕре çунана шума чарат. Хурамал. Хĕлле сивĕре юр кĕл пек пулать, çавăнпа çӳреме йăвăр, сăхă пулать. Шибач. Паян çăхă çол (сивĕ йор çăвать, кайран сăхă пулать). Сред. Юм. Хĕллехи йывăр çола сăхă çол, теççĕ. Янтик. Ну, çул паян пит сăхă, аран-аран çитрĕмĕр, саçим лашасем чарăна-чарăна пыра пуçларĕç. || Мелкий снег, похожий на иней. НИП. Сăхă çăват. Идет снег в холодную погоду.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150