çу - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çу

(с’у), итти, падать (о снеге, дожде, граде). Якейк. Пĕре çусах хĕл ларчĕ. Сразу настала зима, раз выпал снег и не растаял. N. † Çăвас пулсан, çу, çăмăр; çумасассăн, ан хупла. Орау. Тĕтре çĕре çусан (капельками), уяр пулать, теççĕ; çӳлелле кайсан, çăмăр çăвать, тиççĕ. Анат-Кушар. Çӳлтен çуни курăнмасть, аялтан вĕçтерет. Сверху снегу не видать, только понизу метет. N. Мĕн çуни ирĕлсех пырать. || О других предметах, падающих во множестве. ГТТ. Çумăр çуии, пăр çуни, шапа çуни. N. † Çӳлтеех çăлтăр — çут çăлтăр, ылтăн-кĕмĕл пулса çăвинччĕ. N. Пăшал етри пăрлă çăмăр çунă пек çăвать. Питушк. Çӳлтен хурт çунă (дождь червей). Ib. Хурт çунă кун пулсассăн, вăрлăх кăларма юрамасть, калчана хурт çиса пĕтĕрет. N. Пулĕ çăват. Пули падают градом. || Наносить (о наносах). Икково. Окошкă омне (на подоконник) йор çунă (толтарнă лартнă). || Об изобилии. Юрк. Ĕçер-и те, тăван, çиер-и, умра тевлет çунă чухне.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150