çоя йопĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jоп), разветвление дороги; место, где расходятся две или несколько дорог. Якейк. Çол йопĕнче чассальнăк (часовня) ларать. Ib. Çол йопне çитсе чарăнтăмăр. Орбаш. Çул юпăнчен иртрĕ. Ib. Çул юпне чиксе хăварăр (воткните). В. Олг. Çол йопĕ (jобэ̆), перекресток. N. Малтанхи çул юппине çитиччен, до первого разветвления дороги. Нюш-к. Çул юппине йăвăç лартсан, лартаканнине лайăх мар. Вилĕ йăли. Çул юппинче усал сывлăшсем пурăнаççĕ, вăл усал сывлăшсем час-часах çынсене аташтарса çӳретеççĕ: тăманра, е çĕрле çын аташса кайсан, ăна çав çул юппинчи усалсем аташтараççĕ. Вилнĕ çын кĕпи-йĕмĕсене çав усаллă çĕре пăрахса хăвараççĕ. БАБ. Шывне вара курăкĕ-мĕнĕпе, йĕплĕ хулли-мĕнĕпе çул юппине кăларса тăкрĕ, тет. М.-Чолл. Çав юман панчен виççĕ çул юппи каять, тет. N. Вара вăл çул юппине канма ларнă. Он сел на перекрестке отдохнуть.