çăтăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(с’ы̆ды̆х , с’ŏдŏх), жадничать, нетерпеливо добиваться еды. N. Çăтăхса çӳрет. Ходит и ищет, как бы украдкой заполучить что-нибудь съедобное. („Слово ругательное“). Сĕт-к. Çăткасси çăтăхнă, арĕм тоти тотăхнă, ачи-пăчи пăчăхнă. Рак. Çăтăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Ямаш. Çăтăхнă çын, жадный человек. СТИК. Çăтăхас = антăхас. Ib. Ан çăтăх ĕнтĕ тек, акă çиме ларăпăр (вот сядем за еду). N. Этем йĕркелĕ умна лартнине çи, кирлинчен ытлашшине çăтăхса çын кăмăлне ан сивĕт. Ib. Шывсăр антăхнă çул пыракан çын мĕн куç тĕлне пулнă шыва епле çăтăхса ĕçет (пьет жадно), çавăн пек вăл та кама тĕл пулнă, çавăн чатăрĕ умне пырса ларать те, уххине илме йĕннине хатĕрлесе тăрать. Изамб. Т. Мĕн çăтăхан? Ĕлкĕрĕн! Зачем торопишься есть? Успеешь?