тайлăм - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
наклонная плоскость, долина, низменность. Сохрон-й. Альш. Вăл çырмасенĕн хĕрри-мĕнĕ хăш тĕлтине те чухламалла мар вара: таçтанах килет пысăк мар тайлăм. Ib. Унтан Сĕве тайлăме Мертлĕ патнелле пырат. Ib. Ку енĕ (реки Свияги) мĕн Чĕмпĕртен пуçласах тайлăм килет шыв хĕррипе. Кан. Пирĕн ума сăртсем, тайлăмсем, татах сăртсем капланса тухса пычĕç. Альш. Сĕве еннелле тайлăм туса пырат çĕре. || Наклон на дороге. Курм. † Пирĕн çони çонатлă, солăнчăкра та солăнмаçть, тайлăмра та тайăлмаçть. О сохр. здор. Эппин яла тайлăмрах тикĕс çĕре лартмалла (надо устроить селение), унтан шыв кирĕк (= кирек) епле пулсан та аялалла юхса анат.