тальăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
то же; что талир, талер (монета). Альш. † Ман теветри пилĕк тальăр, пилĕкĕш те пĕр манир. N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Атте çине тайлас поль, атте: тальăр парас, тет. М. Тув. † Апай мана: хĕр пăх, тер,— вуник тальăр çакнине. Вуник тальăр çакнн мар, вуник çирĕм çакни çук. С. Тим. † Вуник тальăр пĕр тальăр пуçтарăнат лавккана.