тап - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подр. неожиданному прыжку. Орбаш. Сыснин çӳлчĕ (листья) айĕнче хӳри кĕт курнса выртать, тет. Кушак: шăши, тесе, тап сиккĕр, тет. Букв. 1904. Тап-тап, тапă айне кĕрех кайăп. (Из песни синички). || Подр. толчку. Чăв. к. † Аппа пӳрте кĕчĕ: тап тапрĕ, нухрат-мерчен кăмаки янăрарĕ. || Подр. неожиданной остановке. N. Лаши тап чарăнчĕ, тет. Его лошадь вдруг остановилась. (Сказка). Сред. Юм. Чипер чупса пынă çĕртех пирĕн лаша тап!.. чарăнса тачĕ. Ib. Малтан пит сăмахлатьчĕç, эп пырсаннах, тап! чарăнчĕç (сразу перестали разговаривать). || Подр. неожиданности. Утăм. Тăрсан-тăрсан, тап хускалса куштанлисем вара шав(ла)марĕç. || Подр. тугости живота. Сред. Юм. Ачана чĕчĕ сĕчĕ çитмес полас, пĕрех май йĕрет. Халь пăтă чăмласа çитертĕм те, хырăмĕ тап пôлчĕ. (Выражает не звук, а тугость живота).