тукун - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(тугун), обод. Н. Седяк. Изванк. Çитмĕл те çич урапа тукунĕ. (Из наговора). Ст. Чек. Тукун парлантарма парник тăваççĕ: çĕр алтса пура яраççĕ, калит тунă кирпĕчĕрен ун ăшне кăмака хываççĕ; кăмакине парлантарма тукун йывăçĕсем (çуннă йывăçсем, тăватă кĕтеслĕ, икĕ енин сарлакăшĕ пĕр пек, икĕ хире-хирĕç енин пĕр пек мар) хураççĕ. Парлантарса (пĕçерсе) кăларсан, тукун йывăçсем аваççĕ. Авма пĕр юпа лартнă, юпа çине хулăн йывăç тăхăнтарнă. Йывăçне хĕрринчен картнă. Тукун пуçне хĕстермелли вырăн пур; пĕр пуçне хĕçтереççĕ, тепĕр пуçĕнчен тытса аваççĕ; тукун хыçне, çине, шина хураççĕ, пĕр пек авăнтăр тесе, крукпа çине тĕрентерсе аваççĕ. VS. Урапа тукунĕ çумне çыпăçтаракан тимĕр, шина.