туллăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
полный, переполненный до краев. ЧП. Атăлĕсем туллăх, ай, пулчĕ те, каçаймарăм леш енне. Ib. Атăл туллăх юхнă чух. Буин. † Атăлĕсем туллăх та, шывсем сулхăн, ишес пусан, епле те ишем-ши; уйрăмах та çуралса, пĕрле ӳссе уйăрăлас пусан, епле те уйăрăлам-ши. Альш. Кăçалхи çул шыв пит туллăх, çырансем епле чăтрĕç-ши? || Достаток, изобилие. Менча Ч. Тĕкĕнчен, çăмĕнчен (скотины) те пулин (также?) туллăхне парăсăнччĕ, тет; пăхĕнчен те пулин самăртăсăнччĕ. (Моленье „чӳклеме“). N. Вĕсем санăн çуртăнти туллăхпа тăранĕç. N. Çак çуртăн туллăхĕ. || В изобилии. N. Туллăх парать, дает в изобилии (мĕн кĕленĕ, çавна). N. Çыншăн хута кĕрсе хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă. || Полностью. Регули . Толлăхах (толмалах) сапларĕ.