тăн-тăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(ты̆н-т̚ы̆н), подр. звукам, получающимся при ударе по колоколу деревянным молотком; подр. звуку крепкого колеса, когда его, при покупке на базаре, поднимают на известную высоту и бросают на землю. Трень.-к. Чана йăвăç молотокпа çапсан, тăн-тăн тума пултарать (может). Ib. Çĕн орапа илнĕ чохне, лайăххи-лайăх маррине пĕлме, орапине çӳлерех çĕклесе çĕре пăрахаççĕ; орапи лайăх (крепкое) полсан, тăн-тăн! анчах тăвать, теççĕ. || Крепкий, прочный, устойчивый. Изамб. Т. Ку çын тăн-тăн; ку япала тăн-тăн (крепкий). N. Хăвăр эсир тăн-тăннисем (вар. çитĕнсе) вăрçма юрăхлă пулнисем, вăрçа хатĕрленсе, тăванăрсем умĕнчен пырăр, пулăшăр вĕсене. КС. Ай, ку урапан ӳречисем тăн-тăн тытса тăраççĕ (крепки). Ст. Чек. Ку япала тăн-тăн. СПВВ. МА. Тăн-тăн = треклĕ. СПВВ. ТМ. Тăн-тăн = паттăр, тĕреклĕ çын. || Крепко, стойко. N. Ачасем, аван-çке ку лаша, урисене тăн-тăн тытать. Сред. Юм. Тăн-тăнтарах ту пĕр тунă чохне, ĕçĕ пĕрех, лайăхрах тусан, ытлараха тӳсет. Ст. Чек. Тăн-тăн, надежно, твердо, крепко. СПВВ. Тăн-тăн çӳрет халь (твердо на ногах, в силах. В Сред. Юм. гов. о стариках). N. Йĕнер çинче тăн-тăн ларать.