тăпăр-тăпăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
аккуратный, круглый, полный. СПВВ. МА. Ку пăру такой тăпăр-тăпăр-ха. Сред. Юм. Ко лаша пит тăпăр-тăпăр. (Пĕчик мăнтăр лашана тăпăр-тăпăр, теççĕ). Ib. Ко лашан копарчисĕм пит тăпăр-тăпăр. (Гов. о маленькой лошади, если она тучна). Бугульм. † Тăпăр-тăпăр тул кĕлти — пирĕн ача кĕлетки. || Аккуратно. Сред. Юм. Тăпăр-тăпăр çых. (Чипер тирпейлесе йохкаланмалла мар çых тессине калаççĕ). Ib. Килне-çôртне пит тăпăр-тăпăр пуçтарса лартнă.