тăрналла - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. игры. Мижули. Тăрналла. Ăна ак çапла выляççĕ. Малтан олмоççи торатне касса илеççĕ те, миçен выляççĕ, çавăн „чохлĕ çĕкĕл хатĕрлеççĕ; унтан кайран олмоççи торат котне шĕвĕртеççĕ те, çĕр çине чиксе лартаççĕ, а çеклисене пĕр аршăн пек патака ик пуçне те шĕвĕртеççĕ; унтан вара шăпа яраççĕ: камăн çеле (= çиеле) тохать, çавăн утмалла (= ывăтмала); ăна вара срок параççĕ, миçе утмалла: воннă ли, çирĕм ли, вонпиллĕк ли; çавăн чохне миçе хут чикĕнтерет, çавăн чохлĕ çеклине олмоççи турат тăрăх çӳлелле улăхтараççĕ. Унтан кайран камăн самай çӳле çитет, вара тохать; а кам йолать, ăна виçĕ хут утма срок параççĕ; если виçĕмĕш хутĕнче тохаймасан, пĕр вун чалăш малтан тухнисене çĕклеттереççĕ.