хир - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хир

(хир), поле. Хурамал. Хир пек аслă пул, вăрман пек пуян пул. Зап. ВНО. Пĕр айкки хир, тепĕр айкки вăрман. Юрк. Апла пулсан, атя эппин, анне, каллех хире пăрçа вырма, тесе амăшне каллех çĕнĕрен хирелле пăрçа вырма чĕне пуçларĕ, тет. А.-п. й. 45. Йепле курман, курнăччĕ, курнăччĕ, хир тăрăх чăлăш-чалăш чупса йĕр çĕтересшĕн çӳретчĕ,— тет тилĕ. Как не видела, она побежала по полю вкось и вкривь, чтобы следы замести. Ib. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. N. Хирте апат тутлă, теççĕ. N. Хирте çара çатма ларать. N. Хир-хир тулли тырă-пулă пултăр пит нумай. N. † Шурта шапа макăрать, хирте çĕлен шăхăрать. Мертлĕ ялĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать, Елшел ялĕн хирĕнче аçа тăрна кăшкăрать. Икĕшин сасси пĕр килет, çав сасăпа килтĕмĕр. N. Хир — уй. || Степь. Пшкрт., Шорк., Чураль-к. Хир-хир урлă каçрăм, хир-хир ути татрăм. Янтик. Пирĕн аппа-йысна хир-хир урлă, кам куракантан салам ярсамăр. Ст. Чек. Упа каçман вăрман урлă, кайăк каçман хир урлă эпир каçса килсеттĕмĕр. ÇМ. Тăлăх хирте каç пулса килет.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150