кăрсака - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆рзага), вспыльчивый. Янтик. Ку çĕнĕ учитлĕ пит кăрсака (горящий), часах çатăртатса каять. Ib. Кăрсака тесе, час çиленекен çынна калаççĕ. СПВВ. Кăрсака çын — придирчивый. СПВВ. ФВ. Кăрсака тесе, час вăрçакан çынна калаççĕ. СПВВ. МА. Кăрсака тесе, пит çилĕлĕ, час çиленсе каякан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Кăрсака — час çиленекен çын; хăйне пĕр сăмах хирĕç каласан, часах виртлешсе каят; ун пек çын хăй ывăлĕсене питĕ хĕнет. Ст. Ахпердино. Вăл пит кăрсака (пит час чĕрре кĕрсе каять). || СПВВ. ФВ. Унпа калаçма та кăрсака, туххăмра урлă-пирлĕ пулать, теççĕ.