кăткăслан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆ткы̆слан), изменяться по цвету (о сережках индюка). Ст. Чек. Кăткăсланса каят= и лемленсе каят. Тĕкĕсем тăраççĕ, алкисем хĕрелеççĕ, хӳри тăрат. Ib. Кăркка (аçи кăна алкалă) алки, шăхăрсан (ахаль чухне вăл кăвакрах), кăткăсланса, хĕрелсе каят. Ib. Кăткасланса ярат — тĕкĕсене çӳлелле тăратса, хӳрине çӳлелле тăратса ярат. || Путаться, запутываться, заплетаться (шерсть). Марине. 8. Хăй (ача) лапсака пуçлă. Сарăрах, чылайранпа хачă курман — çӳçĕ кĕçеленсе кăткăсланнă. || Тойси (Батыр. р.). Лашасем йĕптăхне тăкнă чуне: ку лаша кăткăсланнă, теççĕ. || Путаться, валандаться (= муталан). Чув. Сорма (Алик. р.). Кăткăслан, кăткăслан, нихăçан та ĕçлесе пĕтерес çук. Возись, возись (путайся, путайся), а никогда дела не доведешь до конца.