кăштăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кы̆шты̆р), подр. шороху, шуршанью. КС. Çурăк хăма пӳрт çинчен пăрахнă чухне, малтан кăштăр-р-р! туса шуса анатm. Б. Олг. Олăм ăшĕнче (вутă ăшĕнче) кăштăр-кăштăр... Савельев. Тĕмĕ хыçĕнче кăштăр-кăштăр! тутарчĕ. Шорк. Сĕтел çинчен (надо: çине?) тăлла татăкпе-и, хура мочалапа-и кăштăр, кăштăр! шăлать. Ст. Айб. Ир те кăштăр-кăштăр, каç та кăштăр-кăштăр. (Ура салтса сырни). Сунт. 1929, № 9. Хăлтăр-хăлтăртăк! тăвать çил арман йĕки. Кăштă-ăр-кăштă-ăр! çаврăнать арман чулĕ. ПВЧ. Кăштăр-кăштăр кăçатти, кăштах поçĕ поклакрах (носки туповаты). Эпир çур. çĕршыв 53. Кăштăр-кăштăр (потихоньку) малалла этем пурăнăçе чупать. || Все, целиком. Городище. Кăштăрах пуçтартăм. Я собрал всё (устаревшее выражение). КС. Кĕçĕр (в эту ночь) чăх чĕпписем кăштăрах вилсе выртнă (все перемерли).