кĕлер - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

кĕлер

(к'ӧ̆л'эр, кэ̆л'эр, к'л'эр), завалиться вниз спиною в ложбинку и т. п. и не быть в состоянии встать. Юрк. Лаша кĕлернĕ, тесе, лашана шăтăкра месерле выртса тăрайманнине калаççĕ. Изамб. Т. Лаша кĕлерет (бьется, не будучи в состоянии встать). СПВВ. ИА. Хăш-хăш чух выльăхсем кĕлерсе вилеççĕ. Сред. Юм. Вăйсăр лаша тăлăпа пôлсан, кĕлерет (не может встать). Якейк. Хăш чохне выльăх (лаша, ĕне, сорăх) кĕлермелле кайса ӳкет çапла храх хырăм çине (надо: хăрах айкки çине?) ӳкнине калаççĕ. Кĕлермелле кайса, выльăх çын тăратмасан, пĕр сахат çитиччен вилет. Ст. Чек. Лаша (сурăх) хăш чухне çурăмĕпе аялалла тăраймалла мар вырăна выртсан, тăраймас, çавăнтах нумай выртнипе вилме пултарат. Ib. Лаша кĕлерсе вилнĕ. Стюх. Кĕлерет. Падает навзничь (обычно говорят про лошадь). Орау. Ĕне-сурăх кĕлермелле выртсан (навзничь), тăраймаçть; нумайрах выртсан, вилсе те каять. КС. Клермелле (так!) кайса ӳкнĕ = месерле кайса ӳкнĕ (о скотине и о человеке). Тюрл. Лаша, йăваланма выртсассăн, кĕлерет. Зап. ВНО. Лаша кĕлернĕ. Лаша кĕлермелле ӳкнĕ («Когда лошадь или др. скотина упадет и не может встать»). || Завалиться. Орау. Ак каллех кĕлерчĕ ĕнтĕ (завалился спать), пĕр кӳпчеме (дрыхнуть) анчах пĕлет, мур!
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150