кĕмĕртен - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кэ̆мэ̆рдэн), значительным количеством. СТИК. Укçана кĕмĕртен (большой суммой) илмесен, вăл таçта тăккаланса пĕтет. Орау. Кĕмĕртен (к'ӧ̆мӧ̆рд'эн) çĕр тенкĕ патăм, вăт сана? Ib. Сут лашăна, вăтăр тенкĕ парап, кĕмĕртен (в этой записи так!) укçа парап. Ib. Кĕмертен (в этой записи так!) илмен укçа вăл таçта кайса кĕрет (деваются); вĕттĕн-ваккăн саланса пĕтет те (истрачиваются), ниçта кайнине те пĕлместĕн. П. И. Орлов передает это наречие словом сполна. См. кĕмĕр, кĕмертен.