Кĕрхи сăра - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
назв. обряда. Ст. Чек. Кĕрхи сăра иртсен, кильăш пăттисем тăваççĕ. Унтан карта пăттисем, унтан кам мĕнтен хĕн курат, çавна чӳкленĕ. Унтан вара кĕлле кайма та юранă; унсăрăн кĕлле кайма юрамасть, тесе вĕрентнĕ; унсăрăн кĕлле кайсассăн, турă кĕллипелен урлă пулат. Малтан килте пĕтерсе каймалла. Юпа (поминки) кĕрхи сăрара тăваççĕ (14 ноября). N. Родство чуваши почит.ают хорошо: на пасхе, в семик и в «кĕрхи сăра», пируют обычно со своими однокровными родственниками; не забывают родства и в дальних степенях.