кĕрле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).