кĕрĕ - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кэ̆рэ̆, к'ӧ̆рӧ̆), то же, что кĕр, «ниченки». Мыслец, ЩС. СПВВ. ТМ. Кĕрĕ= муртак çип. Юрк. Кĕрĕ — çипсенчен тунă япала. Ст. Чек. Кĕрĕ виттĕр илеççĕ улмаш. См. тĕрт. Изамб. Т. Çав пуçне (конец) малтан кĕрĕ витĕр илеççĕ. Сред. Юм. Кĕрĕ тесе, пир тĕртнĕ чухне ура пусахипе ылмаштарса пусаканнине калаççĕ. См. пир вырăнĕ. Н. Седяк. Кĕрĕ витĕр çип витĕреççĕ; кĕрĕ — çыхса тунă япала. Якейк. Олттă (çиччĕ, саккăр, тăххăр, воннă, вонпĕр воннă, воникĕ воннă) кĕрри. Байгул. Унтан: шăллăм пулсассăн (если ты мне брат), кĕре çине килсе лар! терĕ, тет (она). Б. Олг. Пир кĕрри. Ib. Ах, тет, кĕр çыхас-ха, тет, кĕрĕ ман пĕтсе кивелсе, тет.