тĕпсакай - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
подполье. К.-Кушки. Тĕпсакайĕнче шăши вилнĕ ахăр. СПВВ. ИА. Хĕлле тĕпсакайĕнче паранкă усраççĕ. N. Ăна курмасăр эсĕ халччен тĕнсакайĕнче пурăнтăн-им? Как это ты до сих пор не видал этого? N. Тĕпсакайĕнче сар лаша кĕçенет. (Сăра ăсни). Латыш. Тĕпсакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки; тĕпсакай, ниш тĕпсакайне юлтăр, тет. А.-п. й. 53. Эсĕ луччĕ хуçа тĕпсакайĕнчи апат-çимĕçсене кĕрсе çи. Унта пыл та пур, аш та пур,— тет йытти. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Йытă вĕрнине илтсе çынсем чупса çитрĕç, тĕпсакайĕнчи кашкăра çавăнтах çапса пăрахрĕç.