тĕркеле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
завертывать, свертывать. СПВВ. Сред. Юм. Тĕркелесе чик чипертерех. Хорошенько сверни и положи (напр., материю). Орау. Çăварне тĕркелесе хыпрĕ. Набил в рот (пищу). Абыз. Йăван часрах кăмакана тĕркелесе чикрĕ, тит те, питлĕхне хупрĕ, тит. Орау. Хиртисем улăма кĕлте пек, кĕлте пек туса кăмакана тĕркелесе чикеççĕ. Яргуньк. Карчăк кĕлете кайсан, старик пӳрте кĕчĕ, тет те, çăварне икерчĕ тĕркелесе чиккĕр, тет. Букв. 1908. Вăл асаттене хирĕç тăчĕ те, сĕксе йăвантарса ячĕ, хăй айне тĕркелесе чикрĕ. || Измять (платье).