чакан - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
палочник (болотное растение). ЧП. СПВВ. ТМ. Чакан – шывра ӳсекен сарлака хăмăш, унăн пуçĕ пĕр шите яхăн патак пек хуп-хур, çавна чакан теççĕ. СПВВ. Хура шыв юхат явăнса, хумăшпа чакан хушшинче. Сунчел. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Менча Ч. Акнă тыррăн пӳне хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Из моленья чӳклеме). Лашм. Çеçен хире тулă акрăмăр, тĕпĕ пулчĕ хăмăш пек, тăрри пулчĕ чакан пек. N. Тырă-полă чакан тăрăллă полтăр, хăмăлĕ хомăш пек полтăр.