чик - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
граница, межа. Чăв.-к. † Чикрен тухрăм тайăлтăм, çĕр-шывсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Баран. 201. Чикне, его границу. Ст. Шаймурз. Шур урхамах пырать чикпеле, çилкисем çыхланать çилпеле. СТИК. Туя туйла тăваççĕ пусан, кĕрӳ кĕрӳ çумĕсемпе, туй хыçĕсемпе таврари ялсене кайса хурăнташсем панче туй туса çӳрет. Малтанах вăл хăй ялĕнчен хурăнташсем патне çӳрет, унтан, хăй ялĕнчи хурăнташсем патне çӳресе тухсан, ют яла тухса кайнă чух çĕр чикне чарăнса ташлаççĕ, такмак калаççĕ. Малтанах кĕрӳ ташлат, унтан вара ыттисем. Ташланă чухне сăран çинче ташлаççĕ. Ст. Чек. Ĕнтĕ вилсен те çылăх мар, чикрен иртнĕ (перешел границы, т. е. состарился) ĕнтĕ эп. Ib. Чикрен тухать, переступает границы приличия.