чулле - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

чулле

чолла, назв. игры. Якейк. Чолла теминчейĕн те вылляма йорать. Сăмахран калас, воник чолпа иккĕн вылляс полсан, кашни олтшар чол, виççĕн вылляс тĕк — тăватшар чол полать. Чолсене уçа илеç те çӳлелле прахаç, чолсам ӳкиччен ал тӳртне çӳлелле тытаççĕ. Ал тӳрт çине ларнă чолсене калях çӳлелле прахаç те, уç топань çине ӳкереççĕ, уç топанне минче чол кĕрет, çан чол чол тытрăм теççĕ. Хайпăр хăй тӳпине тытмасан. Çан чол суххари кивçене кĕтĕн, теççĕ. Вылляса ăвăнсассăн прахаççĕ. Эп сана пасăр вăтăр пилĕк çуххари кивçене кĕтĕм, халь эс мана пилĕк суххари кивçене кĕтĕн. Ib. Чолла çирĕм чолпа та вылляма йорать. Ăна иккĕн, виççĕн, тăваттăн, воннăн та вылляççĕ (бросают камни вверх и ловят их). Ст. Чек. Чулла выляни. Пилĕк чулпа выляççĕ. Пĕр чулне çӳле ытса ярат, ăна тытат та, çав вăхăтрах чул илет: малтан пĕрер, унтан икшер, унтан пĕрре виççĕ, тепĕре пĕрне илеççĕ. Вара пурне те хурат çĕре те, хăшĕ тесе ыйтат тепĕринчен (унта иккĕн выляççи, виççĕн-и); лешĕ пĕр чулне кăтартат. Выляканĕ сулахай аллипе шитласа виçнĕ чухнехи пек тытат: пуç пӳрнине, вăталăх пӳрнине, вăталăх пӳрни çине шĕвĕр пӳрнине хурат. Кăтартнă чулне çӳле ярат, вăл аначчен пĕр чулне сулахай алли патне тĕртет, е виттĕр кăларат. Çапла пур чулне те кăларат. Тепĕре кăларма тытăнат, тепĕре кăларма тытăнсан пĕрре кăларсан, пĕр мая пулат, тепĕрне кăларсан икĕ мая. Çапла хисеплеççĕ: кам çĕнтерет, çавна çĕнейменни йăтат; вылянă чух, чула алла илнĕ чух çӳле ытнă чула тытаймасан, вăл çĕре ӳксен ку вăйă выляни хăрат, чулсем тепĕрин патне каяççĕ унăн пĕтсен е хăрсан, малтан выляканĕ çĕнĕрен вылят.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150