хĕр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150