хĕрес - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
крест. Изамб. Т. Хĕресе кутăн çаксан тăвăп (если забуду совесть). Чхĕйп. Хăйсем çине хĕрес палли хуман. N. Хĕрес хунă кăкăр çине. N. Вăлсам ака мĕн вăхăтра хĕрес паллине тунă. Иванова. Хĕрес вырăнне е юпа, е чул лартаççĕ. Сунт. IЭЗЭ, № 9. Туйраран тунă пысăк хĕресне (могильный крест) пӳрт тăрне хăпартса лартнă. ТХКА 74. Симĕс курăк ешерсе тухать, шăтăксем çинче хĕрлĕ тăпра. Анне патне пытăм, хĕресĕ чалăшнă. N. Алăк, чӳрече тĕлне хĕрессем туса çаврăнаççĕ. Никит. Аялти ниркесене вырнаçтарса хурсан, кашнă кĕтессе пĕрер хĕрес хураççĕ. Юрк. Майра тухса кайсан, нумай та вăхăт иртмест, малти алăкĕнчен пупсем хĕреспе пырса кĕреççĕ. || Трефы (масть в картах). Тиханьк., Изамб. Т., Тайба-Т. СТИК. Мана эс хĕресне пар. Ходи ко мне трефамн. N. Манăн хĕрес пултăр. Мои будут трефы. N. Хĕрес тăххăрли, трефовая девятка. || Назв. женского украшения. N. Мăя çакмалли хĕрес. См. хĕрес кантри. || Назв. частей мельницы. Крестообразные горизонтальные брусья. См. арман.