хĕрлĕ çыр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

хĕрлĕ çыр

красный яр. Такое название давали обрывам, оврагам, речкам, где красная глина. СПВВ. ИА. „Хĕрлĕ çыр“ был овраг. Хурамал. Хĕрлĕ çыр тесе хĕрлĕ çырана калаççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыр айĕнче выртан ырсем юсманпа... (вар. Хĕрлĕ çыр айĕнчи выртан ыра юсман, шерпет). К. Кушка. Хĕрлĕ çырти ырăсем. || Назв. речки около села Тораева (Советск. р.). N. Вăл çырмана Хĕрлĕ çыр тесе ак мĕншĕн калаççĕ: вăл çырма пит хĕрлĕ тăмлă, çавăнпа Хĕрлĕ çыр теççĕ. || Назв. леса. Шибая. || Назв. Звенигокого затона. Тюрл. || Назв. ряда селений: дер. Хирли-Сир (Чебоксарского р.); с. Хирле-Сиры (Советск. р,).; с. Козыльяры (урмарск. р.).; с. Полевые Козыльяры (Яльчик. р.). Вомбу-к. Хĕрлĕ çырта чăпта вăйлă çапаççĕ, ку ял татăкĕсем: 1) уй-кас, 2) Йăлăм-кас, 3) Вăрманкасси, 4) Лешкасси, 5) Хĕрлĕ çыр. || Назв. киремети. N. Хĕрлĕ çыр вĕсен чăн усал киремечĕ. N. Ун хыççăн Хĕрлĕ çыра пăтă, Хĕрлĕ çыр амăшне юсман параççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыра хур, Хĕрлĕ çырти ырăсене юсманпа шерпет. СПВВ. Х. Хĕрлĕ çыр, бог воды (Чеб.). СПВВ. ИА. Эй, Хĕрлĕ çыр! Пире шывçи айне ан тăвах, ун майлă ан пулах, ялан çырма пуçĕ пулса тăр. Васильев. Хĕрлĕ çыр; пĕртак пурнарахпа Микулăн турра пĕлтернĕ, ĕлĕк вăл тем тăваканни пулнă, паллă мар. См. Магн. М. 29, 67, 87, 251.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150