шел - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
шаль. Сала 95°. Сирĕн пӳрт çумĕнчен йĕр кайнă, шел явлăкла матур хĕр кайнă. С. Дув. Укăлчаран тухрăм, утă çултăм, симĕс шел явлăк пĕркентĕм. Альш. Хрансус явлăксем çыхсассăн, шел явлăксем тесе ыйтаççĕ-и? Сред. Юм. Шел тôтар, шаль. N. Хусантан илнĕ шел тутăр, тăватă кĕтесси те пичетлĕ; ах аттеçĕм, аннеçĕм, эп каясси хисеплĕ. (Хĕр йĕри). Ау 227. Макçăм выртать пахчара, хăяккăр выртнă шел пĕркенсе. Ib. 290. Макçăм выртать пахчара, хăяккăн выртать, шел пĕркеннĕ. N. Улма йывăç туратне çакса яма шелĕм çук. (Солд. п). Шел. 54. Хăмăт çиппи, шел çиппи, йăлтăр-ялтăр шăрçисем...