шулчă - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
лист. См. шулçă, çулçă. Якейк., В. Олг., Шарбаш. НР. Вĕрене шулчи, ай, катăкшăн кайăк ӳксе вилес çок. Из-за вырезов кленового листа птичка не убьется. Тим-к. Уйра суккăр кайăк вĕçет. (Шулчă). Лобашк. Уйра суккăр чăхă вĕçсе çӳрĕ. (Шулчă). N. Эп ялан йăвăçсам шулчă кăларнă чох киле тавăрнап. Икково. Çăка шулчă кăларать. Липа распускает листья. Чураль-к. Вĕрене шулча ларнă чухне пуртă йăтса ан тухăр: ыраш шăркана ларнă чухне çурла йăтса ан тухăр.