шуçăм - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

шуçăм

отсвет, заря, первый отблеск рассвета. N. Хĕвел тухăçĕ енчен кăвак шуçам киле пуçларĕ. N. Атти лаши кăвак лаша, кăвак шуçăм килетчен çӳрес мар, атти ятне çĕртес мар. Ир. сывл. 30. Кăвак шуçăм килчĕ. N. Шуçăм килнĕ чух. Колыб. п. 7. Çутă шуçăм çывăхарчĕ, ир пулса килет. Урож. год. Шуçăм çутăлса килет. Хорачка. Шоçăм килет ир. Ib. Шоçăм çапат (çутăлат). Б. Олг. Шоçăм килет (чуть тапратат), кайăксам тапратаччă йорлама, вара куак çутă килет, каран вара çутăлат. Шоçăмран каран килет çорăм-поç. Çорăм-поç килет куак-çутăран малтан. Хурамал. Çурăм-пуç шуçăмĕ шуралса килет (свет). Ib. Çӳлте вут шуçăмĕ курăнать, япала çунать пулĕ (зарево). Тюрл. Тол шуçăмĕ килет (кăвак çутапалан, едва брезжит). N. Камăн чун çивĕчрех, вăл хĕвел тухаç енче пăртак шуçăм киле пуçласанах уя кайма вĕрем (время) çитнине сиссе хыпаланма тапранать. Чхĕйп. Унтан çурăм-пуç, тул çутăлас вăхăт çитиччен çаплах ташлаççĕ. Унтан вара кăшт шуçăм килнĕ чух тата анкарти хыçне çăкăр пăрахма каяççĕ. N. Каçхи шуçăм, вечерняя заря. || Янтик. Чысти суккăр пултăм-çке, шуçăм çиç пăртик кураççĕ куçсем (еле вижу). Ib. Хăй шуçăмĕпе пăртик çӳрекелет (еле разбирая предметы, о стариках). || Ала 61. Пĕччен пӳрте кĕтĕм те хăйă çутрăм, шуçăмĕсем ӳкрĕç те шыв çине. || Орау. Шуçăм курăна пуçларĕ, иртет пулĕ (стали показываться синева неба, вероятно, дождь пройдет). || Назв. реки Шешма, впадающей в Каму. НИП. Шуçăм çинче ĕлĕк чăваш нумай пулнă.
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150