шăтăртат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
трещать, хрустеть, скрипеть. Савельев. Йӳç шăтăртатса хуçăлса карĕ. Самар. Ыраш пуçахĕсем типсе кайнипе шăтăртатса тăраççĕ. Чăв. юм. 1919, 14. Çĕнĕ çăпати пусмассерен шăтăртатать. Образцы 112. Ман урара Хусан атти, пусмассерен шăтăртатать. Полтава. Ыр савăтсем эрехпе тулли кăпăк тулхăрса шăтăртатса ларнă чух. N. Вăл, хăйă шăтăртатнине илтсе, шухăшланă: ав епле, Яхутенĕн шăммисем ванаççĕ, тенĕ. N. Йывăçсем шăтăртатни, треск деревьев. Чĕлкаш 18. Вăл ыран кăсйинче хут укçасем шăтăртатни çинчен шухăшланă.