патшалăх - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
государство. Ст. Шаймурз. Патша хĕрарăм патшалăхне каят, тет, ача кунти патшалăх пулса юлат. N. Çынсем те кăшкăраççĕ, тет, йытсем те вĕреççĕ, тет, хай кайăксем пĕртте хăрамаççĕ, тет, патшалăха çитрĕç, тет, кусем. || Военная служба. N. † Патшалăха кайнă ачасем куççулĕпе питне çăваççĕ. Юрк. † Алăкран тухан ар ывăлĕ патшалăха каят та çын пулат. Алешк.-Сапл. † Çирĕм икке çитнĕ ачасем патшалăха каять йыш пулать. || Назв. поля. Менча Ч. || Имя мужчины. Б. Олг.