ача туп - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(т̚уп, т̚õп, т̚оп), partum edere, parere, родить ребенка. Сред. Юм. Ача тунă тессине: ача тõпнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «она родила ребенка», (также) говорят: «она нашла ребенка». Якейк. Йăван арăм (арым) кĕçĕр йĕкĕр ача топнă. Жена Ивана нынче ночью родила двойни. || Etiam de illegitimo partu dici potest. Пригулять. Ст. Чек. Ача тупнă (= çынпа çӳресе йывăрçынланнă). Прижила ребенка.