пĕкече - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(пэ̆гэζ'э), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече= сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.