авăр - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(авы̆р), locus fluvii vellacus profundior, омут. Cf. авăр. СПВВ. ЕХ. Шывра пырсан-пырсан пĕр тĕлте тарăн пулат, çав тарăн тĕле авăр теççĕ. Если итти по дну реки или озера, то иногда оно углубляется; такое глубокое место зовут омутом. Ст. Чек. Авăр — шыв çаврăнса тăнипе тарăнланса кайнă çĕр. Омут — место, ставшее глубоким вследствие круговращения воды. СПВВ. МС. Пуп арманĕ хыçĕнче пĕр авăр пур, атма аври çитмест. За поповскою мельницею есть такой омут, что не достанешь дна череном наметки. Чуратч. Ц. Хĕрлĕ Çыр сăртăнче пĕр авăрта усалсем кĕтӳпе пурăнаççĕ. В местности Хĕрлĕ Çыр сăрчĕ, в одном омуте, живет много чертей. Cf. авăр.