алла-аллăн - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(алла-аллы̆н), communiter, coniunctis viribus, сообща. ПТТ. Выльăхсене алла-аллăн часах сăлатса пăрахаççĕ. Сообща быстро распределяют животных (скот). Череп. Алла-аллăн ĕç ӳсенет. Дело спорится, когда много работников. || Consertis manibus, рука за руку. Ib. Çавăн чухне шултăра хĕрсем хăйсене ăрасна алла-аллăн тытаççĕ, пĕчĕккисем хăйсене ăрасна алла-аллăн тытаççĕ. В это время большие девушки берут друг друга за руки; то же делают и маленькие, отдельно от больших. Т.-И.-Шем. Унтан алла-аллăн тытсах пӳрте кĕреççĕ. Потом они входят в избу, продолжая держаться за руки. Ст. Чек. Алла-аллая тытăнса çӳреççĕ. Ходят, взявшись за руки. Ib. Каччăпа хĕр çимĕкре каçпа сăвă калама тухсан (когда выйдут петь песни) алла аллăн тытăнса калаçса çӳреççĕ. Ib. Уччиттĕлсем арăмĕпе алла-аллăн тытăннă та, хăйсен сатĕнче юрласа çӳреççĕ. Учитель и его жена гуляют в своем саду, взявшись за руки, и поют.