кармаш - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(кармаш), тянуться, вытягиваться, лезть за чем либо высоким, стараясь достать. N. Пирĕн çуртсем тăррине чăхсем хăпараççĕ те, кармашса, пĕлĕт çинчи çăлтăрсене пуçтараççĕ, иртнĕ каç пĕлĕт çинчи çăлтăрсене нуммай та хăвармарĕç. (Сказка). N. Утас уттине те таçта сиксе ларас пек кармашса утса пынă. N. Вăл сан умна вутпала шыв панă: хăшĕ камăлна каять, çавăн патнелле кармаш. Çул пуçĕ З6. Утмăл турат куçĕсем кармашаççĕ çӳлелле. Çутт. 116. Пулăçă кил-йышĕ аллисемпе кармашнă. СПВВ. Кармашса çитме çук. СТИК. Чӳречерен кармашса пăхат. Смотрит, высунувшись в окно. Сред. Юм. Кармашса та çитейместĕн. И рукой не достанешь. Ст. Чек. Алă çитеймен япалана кармашса илеççĕ (вытянувшись во весь рост). Ib. Ан кармаш = ан тăсăл. Изамб. Т. Сентĕре çинчен, кармашса, кĕнеке илнĕ чухне ламппă ӳкертĕм. Чуратч. Ц. Ирхине сивĕ пиркипе вăсем, шăнса, усна-усна тăраççĕ. Ачасем вăсене кармашса çитсе хуçса илеççĕ те, вылляса çӳреççĕ. Сĕт-к. Лаптак кашта çинчен кармашмасăр (= порня вĕçне тăмасăр, алла хытă чăсмасăр) пĕр япала та илимасп эп. Мижули. Ачасем, çакна курсан, кармашса татса илеççĕ те, выляса çӳреççĕ; кармашса çитейманнисем патак илеççĕ те, переççĕ. Кан. Лартмалла пулчĕ савăт хуçин, парăмран хăра-хăрах, çĕнĕ пӳрт. Сутлашнă кивĕ пӳрт вырăнче ларать кăна ку кармашса.