карт - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Н.И. Ашмарин. Чăваш сăмахĕсен кĕнеки. Проф. Н.И. Ашмарин хатĕрленĕ 17 кĕнекерен тăракан чăваш сăмахĕсен пуххи.
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150