карчăк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(карџ̌ы̆к, карζ’ы̆к), старуха. N. Вилес карчăкĕ вилеймерĕ, тет, качча каяс хĕрĕ каяймарĕ, тет. N. Васкаса, кĕлтисене çĕмел туса ларткалаççĕ: хăш-хăшĕн ватă карчăк пек курпунлă пулать, хăшĕн тата нимĕн те пулмаç. Пазух. Вăйя тухман хĕрĕсем карчăк пулса лараççĕ. Трхбл. Карчăк, карчăк карчамас, карта урлă каçаймас; хытнă çăкăр çиеймес, çапах мана кураймас. Ib. Карчăк кайтăр масара, каччă кайтăр пасара. Орау. Вăл карчăк, хăне кура мар, пĕр пӳрт ача кăшăлтаттарса ӳстерчĕ. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа каяс хĕр пек. Собр. Çĕтĕк карчăк çынна вĕлерет. (Ăйăх). Латыш. Таса ача çуралать, тет карчăкки. Орл. II. 214. Тимĕр шăллă карчăк, ури сенкĕ пек, пур тĕнчене те тăрантарать, анчах хăй выçах пурăнать. (Суха-пуç). Синьял. Ку арăм вопăр карчăк пулнă. || Жена. N. Каçхине çемйисем тавăрăнсан, упăшки: чĕрĕлетни, карчăк? тесе ыйтат, тет. || Фамильное прозвище. Ск. и пред. 112. Карчăк Микули. Альш. Пирĕн ялти хыçалти Карчăк пиче пурнать-и, вилнĕ пулсан пĕлтĕк кале (так!).