Киштек - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(киштэк), назв. селений: Чăваш Киштек(ĕ), назв. д., Степной Кишак, б. Буин. у., Вырăс Киштек(ĕ), назв. с. Русские Кишаки, б. Буин. у. К.-Кушки. Киштекре выртса каян ырăсем. N. † Хирте çĕлен шăхăрат, Киштексенĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать. Альш. Пăрăнтăкран тухса асла çулпа пĕр виç-тăват çухрăм пек килсессĕн тата чăваш ялĕ пур — Киштек. Рекеев V, 10. Киштекри ырăсем. См. кĕлĕ илен.