янк - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jаҥк, jанк), подраж. отрывистому звонкому звуку. См. МКП. 40. М. Сунч. Пӳртре Раман пичче йĕни (плач) урама янках (ясно) илтĕнеччĕ. || Подр. звонкому удару ладонью. Орау. Эпĕ пĕр 9-та, 10-ра чухне: ай-яй сан сухал аван, тесе, сухалне тыткаласа тăрап. Тепри, вылятакантарах старик: сухала ахаль тыттармаççĕ, сухала тытакана çупаççĕ, терĕ. Унччен те пулмарĕ, хай ман сухал хуçи мана сылтăм аллипе питрен: янк! çупса ячĕ. Епле ăса кӳртеççĕ айвансене! || Также подр. выпиванию сразу, до капли, начисто. Сред. Юм. Эрех черкки алла лексен, пит котăнах ямас (не чванится), янк çиç ярать. || Настежь. Хурамал. Алăка янках уççа пăрахнă. Дверь растворена настежь. Сред. Юм. Алăка янках уçса ан пăрахăр, сиввĕ (= сивĕ) кĕрет. Не отворяйте дверь, холод идет. || Открыто, ясно (также и о небе). СТИК. Ку пӳрт янках уçă тăрат (не защищена от ветра внутри). Сам. 56. Аслă улăх пĕр енпе тырă уйĕ янк выртать. Сĕт-к. Йĕри-тавра ялсам янках корнаççĕ. СПВВ. ПВ. Янк кăтартат, выртат (открыто). Кан. 28, № 197. Хĕвел çӳле хăпарни янках курăнчĕ. Тюрл. Янках корăнать. Видно ясно. Сир. 330. Çав карап кĕлеткисем тинĕс çинче çӳрекенсене янках курăнса ларнă. Посл. 209,13. Унăн куçĕсем умĕнче пурте çаппа-çарамас, янках. Янш.-Норв. Янк (jаҥк) çутăличчен, до полного рассвета. См. яр çутăличчен. Çиç. çиçрĕ кĕмс. 70. Тăп-тăрă пĕлĕт тӳпи янках, уçă выртать. Показывает на полную остужённость или пустоту жилища. Сред. Юм. Чӳречене уçса пăрахнă та, пӳрте янках сивĕтсе янă. Открыли окно и совершенно остудили избу. Янках также показывает, что изба пуста и в ней раздается голос. || Подр. быстрому отвесному падению сорвавшегося предмета. Якейк. Эпĕр çыр (чит. с'ир) хĕррипа пынă чох, ман йолташ çыра (с'ира) янк анса карĕ (быстро сорвался в овраг). N. Урамран пынă чухне, ура сакăлтана (с уступа) янках анса карĕ, пĕтĕм ăш-чик кисренчĕ. N. Кайран пăртак шаларах (подальше) кĕрес терĕм те, янках анса карăм (в глубокое место в воде).