янкар - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jаҥгар), мгла (летом). Писмянка. Паян янкар пит шеп кĕйтерет. Тюрл. Янкар çăвать (облаков нет, мгла; предметы чернеют; янкар çусан, тырă-полă та хытать). СПВВ. КЕ. Уяр чухне сĕрĕм пек çанталăк кăвакарса тăрать; вăл тырра ӳсме памас ть, теççĕ. IЬ. Тырă вырнă чухне çăнăх пек алла çыпăçать те, пĕтĕм çуркалантарса ярать, çавна янкар тесе калаççĕ. Янтик. Янкар тесе, кĕр-кунне, юлашки тырăсем вырнă вăхăтра, вĕтĕ (пĕрĕхсе) çăваканскере калаççĕ. Йĕпетессе пĕре те йĕпетмест, анчах янкар çусан, тырă вырнă чухне умра тусан пек вĕçсе пырать, куçа йӳçтет, сăмсана тулать. Тата янкар тырра пултарать, теççĕ. — Янкар çунă пуль, тырă шатăрах пулнă, теççĕ. СПВВ. ФВ. Янкар — çăмăр пекех çăват; вăл çусан пĕтĕм тырра хуратса ярат. СПВВ. Т. Янкар тырă çинче пулать, хура-тулă вырнă чухне çурла та, алă та хуралса каять. СПВВ. ИА. Хăш çул тырăсем çине янкар çăвать. Требн. Янкар ӳкесрен, çил-тăвăлтан, пур тĕрлĕ усалтан сыхласа усра. || Гнилушка. В. Олг. Янкар, гнилушка. СПВВ. Янкар — йывăç çĕрĕкĕ. СПВВ. ТА. Янкар — тунката вырăнĕнчи çемçе çĕр. СПВВ. МС. Янкар ― юман çĕрсен, ăшĕнчен ванса тăкăнат. Якейк. Йоман варĕнчи çĕрĕк; йĕри-тавра çирĕн, çĕрмен сăй, варĕнче çĕрĕк; янкар сарă (желтый) полать.