янкăртат - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(jаҥгы̆рдат), звенеть. КС. Кĕрхи пăра çапсан, янкăртатса каять. СТИК. Пăрлă çулпа турттарса пыракан пĕрене янкăртатса шуса пырат. (Звук бревна, волочимого по льду). Орау. Пӳрчĕ янкăртатнă пĕтĕмпех. Изба выстыла. || «Вздыхать». М. П. Петр. Пынă ун патне улпут майрисем: вутă хаклă, тесе, янкăртатнă («вздыхали»). || Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăраччĕ. Солнце светило ярко-преярко.