лапка - Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Михаил Саркӑмӑл, Николай Плотников, Иван Иванов, ...
Чăваш сăмахĕсен кĕнеки
(лапка), полка. Курм. || Полок (в бане). БАБ. Лапка айне пăхатăп та, темĕскерлескер тухат: çын – çын мар; выльăх — выльăх мар. Н. Яха-к. Мунча кĕрсе тухнă чухне: вилнĕ çынни те мунча кĕтĕр, тесе, лапка çине милĕкпе чĕрес çине шыв лартса хăвараççĕ. Ст. Дув. † Сирĕн карташĕнче мунча пур: тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ; лапки — кĕленче, чулĕ — мерчен. Орау. Каларăм вĕт эпĕ сана: мулчара арçын хыççăн лапка çине ан хăпар, тесе (сказала мать забеременевшей дочери). || Полати (в избе). Яргуньк. N. Каç, лапка çинче çывăрнă чухне, усал тĕлĕк курса хăранипе, çӳлтен персе анса, лаххана çапăнса, пуçне çĕмĕрнĕ.